Нумай пулмасть ГТО комплексне ĕçе кĕртнĕренпе 10 çул çитрĕ. Çак юхăм Чăваш Енре, çав шутра Патăрьел муниципалитет округĕнче пурăнакансемшĕн те сывă пурнăç йĕркине тытса пымалли символ пулса тăчĕ."Паттăр" спорт шкулĕн базинче ГТО нормативне ăнăçлă тултарса палăрту паллисем илнисем сахал мар. Вĕсен йышне Патăрьелĕнче пурăнакан Геннадий Елкин пенсионер та кĕчĕ. Унăн шухăш-кăмăлне пĕлес тĕллевпе Геннадий Васильевичпа калаçу пуçартăмăр.
- Калăр-ха, ГТО нормативне пурнăçлама сире мĕн илĕртрĕ?
-Ĕлĕкхи хăнăхусем пурри. Маларахри çулсенче те ГТО палăрту паллине илни яваплăха туякан тата аталанса пыракан çын пулнине палăртатчĕ. Кăçал мал ĕмĕтлĕ çамрăксемпе хамăн пултарулăха тепĕр хут тĕрĕслесе пăхас килчĕ. Спорта парăнтарма кирек хăш çулта та май пулнине çирĕплетес шухăш çуралчĕ.
- Хăш тĕрĕслев чи йывăрри, хăшĕ çăмăлли пулнине палăртар-ха...
- Çул хушăннăçем шывра ишме кансĕртерех иккен. Гимнастика пуканĕ çинче ура çине тăрса малалла туртăнма питĕансат вара.
- ГТО комплексĕн нормативне пурнăçланă чухне мĕнле ỹсĕмсем турăр?
- Хама спортра питĕ лайăх пиçĕхнине тепĕр хут çирĕплетрĕм. Иккĕмĕш хутчен палăрту паллине илме пултарнишĕн хĕпĕртетĕп те.
- Спортăн хăш енĕсене ытларах кăмăллатăр?
- Пĕрремĕш вырăнта чушкăлла вылясси тăрать.
- ГТО нормативне тултарма хутшăнса хăвăрта мĕнле улшăнусем туйрăр?
- Кăмăл-туйăм çĕкленчĕ, спортра малашне те çитĕнỹсем тăвас шухăш çуралчĕ.
- Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансене мĕнле канашсем панă пулăттăр?
- Сывлăхлă пулăр, тренировкăсене çỹрĕр, ГТО нормативĕсене пурнăçлама тăрăшăр. Тĕллев лартмалла çеç, сирĕн вара пурте пулатех.
- Тавах калаçушăн.
Альбина ИВАНОВА
ПĔЛМЕ
ГТО нормативĕсене тултарассине РФ Президенчĕн пуçарăвĕпе çирĕплетнĕ. Вăл "Демографи" наци проекчĕн тытăмĕнчи "Спорт - пурнăç норми" проектăн уйрăлми пайĕ пулса тăрать. Тĕп тĕллев - физкультурăпа тата спортпа туслашакансен йышне 2030 çул тĕлне 70 процента çитересси.
Ноябрь 2024 |