Çемьене мала хурса

Категория: Публикации Опубликовано: 29.03.2024, 20:02 Просмотров: 109

 Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта "Чĕлхене упрасан тутар халăхĕн историйĕ çырăнать" шкул проекчĕпе килĕшỹллĕн мероприяти иртрĕ. Ăна А. Абитовăпа М. Алеева ертсе пычĕç. "Çемьене упрасан телейлĕ пулатăн" ятпа йĕркеленĕ уяв концертне Раççей Федерацийĕнчи Çемье çулталăкне халалланă.

 Çĕр çинче телейлĕ те туслă çемье пĕрлĕхĕнчен çирĕппи çук. Унта çĕнĕ пурнăç пуçланать, йăх ăрăвĕ тăсăлать, йăла-йĕрке упранать. Çемьепе пурăнма питех те лайăх. Унта сана ăнланаççĕ. Савăнăçа пĕрле пайлама пулать. Йывăрлăха ушкăнпа çĕнтеретĕн.

Концерт тăршшĕпех йăла-йĕрке, çемьере пĕр-пĕрне хисеплени, юратни, унăн паха енĕсене мала хуни çинчен сăмах пычĕ. Тăван чĕлхепе аннене, çемьене халалланă юрăсем шăранчĕç. Тăван çĕршыва юратни палăрчĕ юрăсенче.

Ачасен "Шатлык", "Тамчы" ансамблĕсем, Ж.Фахрутдинова, А.Закирова, З.Халитова, А.Тазетдинова, З.Сультеева юрăçсем куракансене тыткăнларĕç.

Ашшĕ-амăшĕ те хăйĕн пултарулăхĕпе уява пуянлатрĕ. Г.Юмаева хăй çырнă сăввипе, М.Азмухова 11 класра вĕренекен Аиза хĕрĕпе учителе халалласа калăпланă юррипе савăнтарчĕç. 4-5 классенче вĕренекенсен "Асамлă çава" тутар халăх ташшине алă çупса кĕтсе илчĕç.

Шкул директорĕ Гелсирень Абейдуллова мероприяти пĕлтерĕшлĕ пулнине, вăл тутар тата ытти халăхсен культурине хисепе хума вĕрентнине, йăла-йĕркене тытса пыма пулăшнине палăртрĕ.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика