ÇЕÇПĔЛ - юр кайсанах шăтса тухакан çурхи пĕрремĕш чечек. Унсăр пуçне Канаш районĕнче çавăн ятлă ял та пур. Шăпах çак илемлĕ ята псевдоним вырăнне йышăннă чăвашсен паллă поэчĕ, драматургĕ, прозаикĕ Çеçпĕл Мишши (Михаил Кузьмич Кузьмин, 1899 çулта Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялĕнче кун çути курнă) çуралнăранпа кăçалхи ноябрь уйăхĕнче 125 çул çитет. Çĕр çинчи пурнăçĕ çав тери кĕске (23 çул çеç пурăннă!) пулсан та вăл литература каçалăкĕнче тарăн йĕр хăварнă. Юбилей çулталăкĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи вĕренỹ учрежденийĕсенче те ачасем хисеплĕ поэтăмăрăн сăввисене янăраттарĕç, тĕрлĕрен конкурс, уяв каçĕсем йĕркелĕç. Ку тĕлĕшпе Чăваш Республикинче те Çеçпĕл Мишшине халалланă культура программи анлă.
Ноябрь 2024 |