Çемье вăл - тăванлăхпа, пĕрлешỹпе, пĕр юнпа çыхăнса тăракан çынсен ушкăнĕ. Вăл обществăн паха пайĕ. Унăн пысăк пĕлтерĕшлĕ социаллă тивĕçĕ этемлĕх ăрăвне хутăштарасси, ачасене пăхса ỹстересси, кулленхи пурнăçа, кил-йыш, çемье членĕсен пушă вăхăтне кирлĕ пек йĕркелесси, хуçалăха тытса пырасси.
Çемье йĕркеленĕ чухне мăшăрсен хушшинче пĕрпеклĕх пулни пурнăçра пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакна Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн 19 тата 38 статйисем те çирĕплетеççĕ: "Патшалăх этеме, гражданина пĕр тан правасемпе ирĕклĕхсем парать. Арçынпа хĕрарăмăн вĕсене пурнăçа кĕртмелли тан майсем пур. Патшалăх ача амăшĕсемпе çитĕнекен ăрăва, çемьене хỹтĕлет".
2024 çул - Раççейре Çемье çулталăкĕ. Паянхи кун унăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Мĕншĕн тесен хăш-пĕр регионсенче статистика кăтартнă тăрăх 90-мĕш çулсенчен пуçласа халăх йышĕ чакать.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2023 çулхи ноябрĕн 28-мĕшĕнче Пĕтĕм Тĕнчери вырăс халăх соборĕн пĕтĕмĕшле сессине хутшăнакансене саламласа демографи лару-тăрăвне укçапа, социаллă тỹлевсемпе, пособисемпе, çăмăллăхсемпе, уйрăм программăсемпе çĕнтерме çуккине каларĕ. Çемье никĕсĕ юратса, шанса, тĕреклĕ кăмăл-сипетпе ачаллă пулнинче, терĕ.
Росстат кăтартăвĕсемпе çăршывра иртнĕ çул пĕрлешнĕ кашни 100 çемьерен 70-шĕ уйрăлнине палăртнăччĕ. Пирĕн муниципалитетра 118 çамрăк мăшăрланнă, уйрăлнисен шучĕ те пĕчĕк мар.
Тăрăн ялĕпе илес пулсан 10 çын вилнĕ, ача пачах та çуралман. 259 хуçалăхра 625 çын пурăннă. Çав вăхăтрах ют çĕршыв гражданĕсем пропискăра тăракансем те пур.
Мăшăрлану вăл - çемье йĕркелени. Унтан çĕнĕ çын çуралса çут тĕнчене килни.
Пирĕн эрăчченхи пĕрремĕш ĕмĕрте Рим императорĕ Октавиан Август çемье тĕрекне, çуратаслăха ỹстерессине саккунсем кăларса çирĕплетнĕ. Вĕсемпе килĕшỹллĕн римлянсем пĕрлешсе 25-60 çултан кая мар пурăнмалла тата 3 ачаран сахал мар çуратмалла пулнă.
Пирĕн эрăчченхи VI ĕмĕрте Китай ăсчахĕ Конфуций каланă сăмахсем витĕмлех: "Çемьере хăвăр ачăрсене кураймасăр ан тăрăр, Тăван çĕршывшăн тимсĕр ан пулăр. Хăвăр тупăшушăн ăна ан сутăр".
Василий ПЕТРОВ, Тăрăн ялĕ
Ноябрь 2024 |