Инкек никамшăн та куçа курăнса килмест. Пушарпа çыхăнни те çавах. Патăрьел муниципалитет округĕнче шута илекен пушар сăлтавĕсенчен пĕри - хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманран мунчана вут хыпни. 2023 çулта çак сăлтавпа Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 5, кăçал ку таранччен 2 пушара шута илнĕ.
Мунча хутнă чухне вут-кăвар инкекĕнчен пĕтĕмпех сыхланса пĕтерме çук. Ăна мĕн пур йĕркене пăхăнса, кирлĕ стройматерилсенчен тунă пулсан та инкек е кĕтменлĕх сиксе тухма пултарать. Çапах та унтан асăрханасси, тимлĕ пуласси пĕтĕмпех хамăртан килет. Ытларах мĕнле сăлтавсене пула мунчаран пушар тухма пултарать-ха
Чăн малтанах тĕтĕм тухакан мăрье юсавлă та шанчăклă пулмалла. Ăна вăхăтран-вăхăта тасатса тăмалла. Çавăн пекех тĕрĕс вырнаçтарни те пĕлтерĕшлĕ. Вăл çирĕп лартăр тесе ăна йывăç бруспа тĕревлеме е монтаж кăпăкĕпе çирĕплетме те юрамасть.
Мунчана шал енчен хăрушлăхсăр материалсемпе çеç çапмалла. Çапăнмалли пỹлĕме фольгапа çапни те хăрушлăх кăларса тăратать.
Хальхи вăхăтра чылайăшĕ хатĕр кăмакапа усă кураççĕ. Ăна мунчана тĕрĕс вырнаçтармалла. Вуттине уçă алăкпа çунтарма юрамасть.
Çавăн пекех мунча хутнă чухне хăвăрт хыпса илекен шĕвекпе чĕртмелле мар. Кăмакана тимлĕхсăр хăварни те теветкеллĕхпе çыхăннă.
Манса ан кайăр: йывăç материалсем 300 градус вĕрире, мĕн çумне те пулин лексе 100 градус ăшăрах хыпса илме пултараççĕ. Çавăнпа та кăмака йĕри-таврашĕнче те çавăн пек хăрушлăх пулмалла мар.
Пушарта чи кирли тата пĕлтерĕшли - çухалса кайманни. Çавăнпа та мунчара пушар палли пулнă хыççăнах "01", "101", "102" телефонсемпе шăнкăравласа ярăр.
Андрей ТУКМАКОВ, Патăрьелĕнчи пушар надзорĕн начальникĕ
Ноябрь 2024 |