Тропарь
Эй, этеме савакан пĕр Христос Туррăмăр, Сана хурлакан, пире юнаса тăракан тăшмансен аллине кĕрсе ỹкиччен, Турă Амăшĕ кĕллипе часрах килсе çăлсам пире; пире хирĕç тăракансене Хăвăн Хĕресỹ хăвачĕпе пĕтерсем; вĕсем Чăн тĕн епле хăватлине пĕлччĕр: пĕр Эсĕ анчах этеме савакан.
Кондак
Эй, тамăка çĕнтерекен, хăватлă çар пуçлăхĕ пек Турă, эпĕ, Хăв пултарнă чуру, ĕмĕрлĕхе вилесрен хăтăлнăшăн Сана мухтаса юрлатăп. Эсĕ калама çук ырă кăмăллăран, мана: эй Турă Ывăлĕ Иисус, хĕрхен, тесе йăлăнакан чуруна пур тĕрлĕ йывăрлăхран та хăтар.
Ноябрь 2024 |