Çамрăксен центрĕ яш-кĕрĕм валли çул уçĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 03.04.2024, 06:39 Просмотров: 334

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕн çумĕ Наталья Поздеева тата çак тытăмри пай начальникĕ Елена Янеева ĕçлĕ çул çỹревпе Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пулнă.

 Вĕсем округ Раççей çамрăкĕсем йĕркеленĕ "Регион - çамрăксемшĕн" конкурса хутшăнас ыйтăва сỹтсе явнă май "Олимп" комплекслă спорт лапамне реконструкцилесси пирки те сăмах пуçарнă. Мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов, Тăрăн территори пайĕн начальникĕ Николай Рубцов, "Паттăр" спорт шкул директорĕ Анатолий Афанасьев, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен канашçи Юлия Селиванова тата çамрăксен представителĕсем хутшăннă.

Кĕçĕн Патăрьелĕнчи "Олимп" комплекслă спорт лапамне çамрăксен "Олимп" центрĕ тума планлаççĕ. Сăмах май каласан, вăл хальхи вăхăтра тулли хăватпа ĕçлемест.

 Çамрăксен центрĕ тăвас ыйтупа хастар яш-кĕрĕмпе пĕрре мар тĕл пулу ирттернĕ, малашлăх тĕллевĕсем пирки калаçнă. Вĕсен шухăш-кăмăлне шута илсе проект эскизне хатĕрленĕ, унпа килĕшỹллĕн çурта çĕнĕлĕхсем кĕртмелле, территорие хăтлăлатмалла.

Проект конкурса хутшăнни çамрăксен центрне уçма май парасса, вăл яш-кĕрĕмĕн юратнă вырăнĕ пуласса шанас килет.

 Ольга БЕЛЬДЕКОВА

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика