Майринсем чăваш тĕррине ăша та, ăса та илнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 06.04.2024, 16:07 Просмотров: 305

КИВĔ Катекри Майринсен килĕнче пурăнакан виçĕ ăрури хĕрарăмсем пурте тĕрĕ ăстисем. Тамара Николаевна кĕçĕн класранпах çак ăсталăха ăша хывнă, ун чухнех хĕреслĕ тĕрлеме вĕреннĕ. Паян вăл тĕрлĕрен салфетка та тĕрлет, пукане тумне те илемлетет, хушпусем те ăсталать, ял клубĕнче çамрăксемпе мастер-класс та ирттерет... Пушă вăхăт тупăнсанах алла йĕппе çип тытать. Ăна курса Екатерина кинĕ те, мăнукĕ те çак "чирпе" аптранă. Кинĕ те хăй пекех хитрелĕхе пир татăкĕ çине куçарса чун киленĕçне тупать. Майринсен çемйи тĕрĕ ăсталăхĕпе округ, республика шайĕнчи конкурссемпе куравсене те тăтăшах хутшăнать. Чăваш Енри Хĕрарăмсен канашĕ сĕннипе вĕсем кăçал Раççейри "Хĕрарăм - йăла-йĕркене упракан" конкурсра тупăшнă. Унта 30а яхăн регионтан 100 ытла çемье хутшăннă.

Майринсем конкурсра чăваш халăхĕн пуян йăли-йĕркине уçса паракан тĕрĕ ăсталăхне кăтартнă. Вĕсен ĕçĕ вара чи-чи лайăххисен шутне кĕнĕ! Ăстасен кил-çурчĕ пĕтĕмпех тĕрĕ ăшĕнче. Музей тейĕн! Пĕр пỹлĕмĕнче çеçкесем, тепринче чĕрчунпа пейзаж, виççĕмĕшĕнче "ылтăн руно" коллекцийĕнчи тĕрĕллĕ ỹкерчĕксем. Çакăн пек пархатарлă ĕçе чăваш чунлĕ маттур çын çеç пурнăçлама пултарать.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика