Спорт туслаштарать, пурнăçа тăсать

Категория: Публикации Опубликовано: 06.04.2024, 16:39 Просмотров: 323

"Паттăр" спорт шкулта "Спорт - пурнăç йĕрки" ятпа форум иртнĕ. Ăна муниципалитет округĕнче массăллă физкультурăпа спорт ĕçĕн пĕтĕмлетĕвне тунă май йĕркеленĕ.

Форума хутшăнакансене муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ, администрацин экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕл пайĕн начальникĕ Виктор Львов саламланă.

"Паттăр" спорт шкул директорĕ Анатолий Афанасьев округри массăллă физкультурăпа спорт ĕçне пĕтĕмлетсе отчет тунă.

Муниципалитет округĕнче физкультурăпа спорт занятийĕсене ирттерме 183 сооружени, 32 спортзал, пĕр харăсах 144 çын сывлăхне çирĕплетме тата аталанма май паракан спорт шкулĕ, 8 пăр лапамĕ, 2 йĕлтĕр трасси пур. Вĕсемпе халăхăн 92 проценчĕ усă курма пултарать.

Муниципалитет округĕнче ĕçлекен халăха тăтăш физкультурăпа спорта масăллăн явăçтарассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. 10 ытла предприятипе организаци хăйсен ĕçченĕсене "Паттăр" спорт шкул бассейнне тата залĕсене çỹреме килĕшỹ çырнă. Çавна май 7 пин ытла ĕçчен (халăхăн 25 проценчĕ) çак çăмăллăхпа усă курать. Округри 3 çултан пуçласа 79 çулчченхисем кĕреççĕ ку йыша.

"Демографи" наци проекчĕн "Спорт - пурнăç йĕрки" проект пулăшăвĕпе спорт отрасльне укçа-тенкĕпе тивĕçтересси ăнăçлă пырать.

Муниципалитет округĕн бюджетĕнчен хывăнаканни ỹсет. Акă 2023 çулта физкультурăпа спорта аталантарма 50245,1 тенкĕ укçа хывнă. Вăл шутран 23609,7 тенкине - муниципалитет бюджетĕнчен. Кăçал пурлăхпа техника базине пуянлатма республика 2,8 миллион тенкĕ уйăрнă. Муниципалитет округĕнче спорт резервне хатĕрлесси "Паттăр" спорт шкулĕ çинче тăрать. Вĕрентỹ учрежденийĕсенче 959 çамрăк 13 енпе ăмăртусене хутшăнма хатĕрленет.

Çулленех вырăнта 161 массăллă спорт мероприятийĕиртет. Вĕсене 11690 çын хутшăнать.

Пĕлтĕрхи кăтартусемпе пĕр Раççей спорт мастерне, 10 спорт мастерĕн кандидатне, тĕрлĕ енпе пĕрремĕш разрядлă 14 çамрăка хатĕрленĕ. 8 спортсмен Раççейĕн, 52 каччăпа хĕр Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командин йышне кĕнĕ

Тĕнче тата Раççей шайĕнчи ăмăртусенче спортсменсем 12 медаль çĕнсе илнĕ. Республика тупăшăвĕсенче 124 çамрăк çĕнтерỹçĕпе призер пулнă.

Çулталăка пĕтĕмлетнĕ май çакна палăртмалла: муниципалитет округĕ иккĕмĕш çул умлă-хыçлах республикăри смотр-конкурсра вырăнти физкультурăпа спорт ĕçне лайăх йĕркеленĕшĕн пĕрремĕш вырăн йышăнать.

 Юлашкинчен форумра территори пайĕсемпе вĕрентỹ учрежденийĕсенчи спорт ĕçне анлăн явăçакансене чысланă.

Альбина КАПИТОНОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика