Тирпее ачаранах хăнăхмалла

Категория: Публикации Опубликовано: 09.04.2024, 19:40 Просмотров: 279

Кирек камшăн та пурнăçра чи хакли - сывлăх. Хамăра лайăх туйнă чухне пирĕн кăмăл-туйăм та савăк, ĕç те кал-кал пырать. Гигиенăна пăхăнса пурăнакан çын сайра чирлет. Çавăнпа ирсерен пит-куçа, алăсене çăвассине асра тытмалла. Шăлсене те тасатса тăмалла. Пахча-çимĕçе çумасăр çимелле мар. Кил-çурт тирпейлĕ пулмалла. Вăхăтран-вăхăта мунча кĕмелле тата ытти те.

Шăпах çак ыйтусене çĕклерĕ те Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 8г класра вĕренекен хĕрачасемпе тĕл пулнă чухне Патăрьелĕнчи тĕп больница психологĕ Светлана Ибетова. Çавăн пекех Светлана Васильевна ỹсĕм тапхăрĕнчи вăхăтра организмра пулакан улшăнусем çине тимлĕ пăхмаллине те асăрхаттарчĕ. Шăпах çакăн чухне хĕрсен тирпейлĕхĕ тата та ытларах кирлине палăртрĕ.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика