Айтăр, эпир те хутшăнар

Категория: Публикации Опубликовано: 09.04.2024, 19:40 Просмотров: 296

"Эпĕ - хĕрарăм" конкурс Республика кунĕпе пĕр килет. Унăн историйĕ 2021 çултанпа пырать. Пуçарăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тата Раççейри Хĕрарăмсен канашĕ ырласа йышăннă. Конкурс йĕркелỹçисем - Чăваш Енри Хĕрарăмсен канашĕ тата "Пĕрле" аталану фончĕ.

Пĕрремĕш çулах конкурс хăйĕн йышĕпе тĕлĕнтернĕ. Пурнăçри тĕрлĕ сферăри хĕрарăмсем хăйсем çинчен, çемйи, профессийĕ, интересĕсем, обществăлла пурнăçĕ пирки видеороликсем кăтартнă. Республикăри 351 хăюллă та маттур хĕрарăм хутшăннă конкурса. Мероприятин пурте кĕтекен финалĕ 2021 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче Хĕрлĕ Лапамра иртнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хĕрарăмсене саламланă май вĕсене тăван ен аталанăвне тỹпе хывнăшăн тав тунă. Чи маттуррисене наградăсемпе чысланă. Сасăлав пĕтĕмлетĕвĕпе, жюри йышăнăвĕпе çĕнтерỹçĕсене 22 номинацире палăртнă. Чăваш Енри Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Наталья Николаева республикăра çакăн пек сумлă конкурса ирттернĕ ятпа çав тери савăннине пĕлтернĕччĕ ун чухне. 2022 çулта та конкурса Республика кунĕнче пĕтĕмлетнĕ. 6 номинаципе чысланă. 500е яхăн конкурсант хутшăннă унта. Халăх сасăлавне 415 ролик тăратнă. Сасăлава 38 пине яхăн çын явăçнă.

 2023 çулхи Республика кунне те "Эпĕ - хĕрарăм" конкурссăр ирттерме май çукки куç кĕретех пулнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, Министрсен Кабинечĕн представителĕсем ку хутĕнче те конкурсантсене тивĕçлипе чысланă. 614 конкурсант пулнă.

 2024 çулта та конкурсăн пĕлтерĕшĕ çавах юлать. Чи малтанах çакă вăл хĕрарăмăн обществăри пĕлтерĕшĕ, Чăваш Республикин ăнăçлăхĕпе аталанăвне тỹпе хывасси. Конкурс йĕркелỹçисем ытти çулсенчи пекех професси ĕçĕ-хĕлĕнче пĕлтерĕшлĕ çитĕнỹсем тума пултарнă, ыр кăмăллăхпа обществăлла пурнăçра хастарлăхпа палăракан пултаруллă хĕрарăмсене тупса палăртасси. Кăçал номинацисен шутне 12 таранччен ỹстернĕ.

 Конкурса Чăваш Республикинче çуралса ỹснĕ, Раççейри ытти регионсенче пурăнакан, çавăн пекех ятарлă çар операцине хутшăнакансен, иртнĕ çулсенчи хирĕç тăрусене хутшăннă ветерансен çемйисенчи хĕрарăмсем те хутшăнма пултарĕç. Заявкăсене апрелĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа майăн 20-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Конкурсантсемшĕн сасăлав июнĕн 3-17- мĕшĕсенче иртет. Пĕтĕмлетỹсене июнĕн 17-21-мĕшĕсенче тăвĕç. Çĕнтерỹçĕсене чысласси йăлана кĕнĕ йĕркепе июнĕн 24- мĕшĕнче - Республика кунĕнче - пулĕ.

Аса илтеретпĕр, 2023 çулхи "Эпĕ - хĕрарăм" конкурсра Патăрьел муниципалитет округĕнчи Патăрьел ялĕнче пурăнакан Ирина Александровна Иванова "Манăн çемье - манăн пуянлăх" номинацире çĕнтерỹçĕ пулнă. Ăна дипломпа тата хаклă парнепе чысланă.

Альбина КАПИТОНОВА

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика