Чăваш Енре кĕрхи культурăсем юр айĕнче пĕтме пултарнине, çавна май инкеклĕ лару-тăру режимĕ пулнине палăртнă. Хушăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ алă пуснă. Хальхи вăхăтра мĕн чухлĕ культура сиенленме пултарнине шутлаççĕ.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче кĕрхи культурăсем еплерех хĕл каçнă-ши? Çак ыйтупа кăсăкланса "Россельхозцентр" учрежденин Патăрьелĕнчи филиалĕн начальникĕпе Юрий Кошкинпа телефонпа çыхăнтăмăр.
- Иртнĕ çул муниципалитетра кĕрхи культурăсене 2632 гектар акса хăварнă. Хĕл каçа вĕсене темиçе хутчен те филиалăн тĕп агрономĕпе Анатолий Майоровпа тĕрĕслерĕмĕр. Паяна мĕн пур лаптăкăн 7 проценчĕ е урăхла каласан 180 гектар сивĕ кунсене лайăх чăтса ирттернĕ. Юр айĕнчен 1599 гектар (61 процент) - вăтам, 853 гектар (32 процент) начар тухрĕç.
Çак кунсенче Сăкăтри "Красное Знамя" хуçалăхăн хирĕнчи кĕрхисене кайса пăхрăмăр. Кунта унччен пĕр лаптăкра вăйсăртарахчĕ, халĕ вара лайăхланнă. Калчасем 2-3 çулçăллă.
Ольга ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |