Кашни тĕл пулу ачасен асĕнче юлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 12.04.2024, 18:37 Просмотров: 248

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Валентина Михайловна Аппакова учительница ертсе пыракан 2 б класра вĕренекен çамрăк пограничниксен кадет класĕ час-часах чикĕ хуралçисен ветеранĕсемпе тĕл пулу йĕркелет. Аслă ăру хастарĕсем ачасене çар службин пĕлтерĕшĕ, тĕрлĕ вăхăтри паттăр салтаксен ырă ĕçĕ, Тăван çĕршыв мăнаçлăхĕ тата ытти темăпа уçă калаçусем ирттереççĕ, ачасене кăсăклантаракан ыйтусене хуравлаççĕ.

Унсăр пуçне класс ертỹçин тăрăшулăхĕпех тăтăшах Украинăри ятарлă çар операцийĕнчи салтаксем валли ашшĕ-амăшĕпе, вĕрентекенсемпе, ачасемпе пĕрле хỹтĕлев сеткисем çыхатпăр, окоп валли çуртасем хатĕрлетпĕр, вĕсене хавхалантаракан çырусем çыратпăр, гуманитари пулăшăвне хутшăнатпăр. Пирĕн тĕп тĕллев - нацистсене хирĕç кĕрешекен кашни салтака сывă кĕтсе илесси, вĕсене май пур таран пулăшасси. Акă, çак кунсенче çеç Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта Украинăри ятарлă çар операцийĕн салтакĕпе, "Алмаз" позывнойпа çỹрекен çар çыннипе тĕл пулу пулчĕ. Вăл хăйсене пулăшса тăракан "Батыревский доброволец" волонтерсен ушкăнĕн ертỹçипе Юрий Тинюковпа пĕрле малтанах аслă класра вĕренекенсемпе курнăçса калаçрĕ, ун хыççăн пирĕн 2 б класс ачисемпе, ашшĕ-амăшĕпе те тĕл пулу йĕркелерĕ.

 Тăван çĕршывăн паттăрĕпе йĕркеленĕ тĕл пулу нумайлăха асра юлĕ. Вăл ачасене çирĕп хул-çурăмлă, кăтартуллă салтак пулас тесен лайăх вĕренмеллисĕр пуçне спортпа, физкультурăпа туслă, юлташсемпе çывăх пулмаллине, пĕр-пĕрне яланах пулăшмаллине каларĕ. Эпир те салтака ăнăçу, сывлăхпа таврăнма ырă сунтăмăр.

Ландыш ЧЕРНОНОСОВА

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика