Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çурхи ĕçсем пуçланчĕç. Апрелĕн 11-мĕшĕнче "Труд" хуçалăхра (сăн ỹкерчĕкре) нумай çул ỹсекен курăксене сỹрелеме тата апатлантарма тухнă. Çĕр ĕçченĕсене Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов çуракие пахалăхлă та кĕске вăхăтра ирттерме ăнăçусем суннă.
Сăмах май каласан, пĕлтĕр çурхи ĕçсене чи малтан Сăкăтсем пуçланă. Апрелĕн 3-мĕшĕнче "Красное Знамя" хуçалăхра акма тухнă пулнă.
Çанталăк çакăн пекех тăрсан часах Юхмапа Пăла тăрăхĕн уй-хирĕ техника шавĕпе тулĕ.
(Хамăр корр.)
Ноябрь 2024 |