"Ỹссен эсĕ кам пулатăн?.."

Категория: Публикации Опубликовано: 12.04.2024, 18:41 Просмотров: 256

ПĔЧĔК чухне çак ыйтăва арçын ачасене парсан вĕсенчен чылайăшĕ "космонавт", "летчик" пулатăп тесе хавхаланса хуравланă. Хисеплĕ те сумлă професси шкул ачине яланах ăмсантарнă, вĕсем тĕнче уçлăхне çĕкленнĕ паттăрсем пек пулма тăрăшнă. Паян, апрелĕн 12-мĕшĕнче - Космонавтика кунĕ. 1961 çулхи çуркунне Юрий Гагарин "Восток-1" караппа тĕнче уçлăхне вĕçнĕ. Тепĕр çултан вара çак уява паллă тума пикеннĕ.

Хальхи вăхăтра та шкулсенче этемлĕх историйĕн ылтăн кĕнекине кĕрсе юлнă космонавтсем пирки калаçусем йĕркелеççĕ. Акă, Ыхра Çырминчи вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Кулакова Космонавтика кунне халалласа 11 класра вĕренекенсемпе икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройĕ, СССР летчик-космонавчĕ Андриян Николаев космонавт çинчен тĕплĕнрех паллаштарас тĕллевпе тата çуралнăранпа 95 çул çитнĕ май "Чăваш Енĕн çăлтăр ывăлĕ" онлайн-вăйă ирттернĕ. Ачасем пурте кăсăклансах космонавтпа çыхăннă 30 ыйтăва хуравланă. Çак кунсенчех çак шкулти аслă класра вĕренекенсемпе Юрий Гагаринпа çыхăнтарса "Эпĕ çĕре куратăп! Питĕ илемлĕ-çке!" темăпа кăсăклă заняти йĕркеленĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика