Кăçалхи пĕрремĕш квартал пĕтĕмлетĕвĕпе РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕнчи ГИБДД пайĕн кăтартăвĕсем начар мар темелле. Январь-март уйăхĕсенче Патăрьел муниципалитет округĕн территорийĕнчи çул-йĕр çинче 4 аварие шута илнĕ, вĕсенче 9 çын аманнă. Мухтав Турра, вилекен пулман. Пĕлтĕр çак вăхăтра 9 аваринче 16 çын суранланнă.
Çул çинче сиксе тухнă инкексен сăлтавĕсемпе те пĕлтĕрхипе танлаштарсан ырă улшăну пур. Ỹсĕрле авари тунă тĕслĕх те пулман. Çакă, паллах, пирĕн çул-йĕр инспекторĕсем профилактика ĕçĕпе тимленипе те, çав вăхăтрах çула тухакан водительсен яваплăхĕпе те çыхăннă.
Çапах та çул çитмен ачасемпе пулакан инкексем пирки уйрăммăн палăртса хăварас килет. Тем сăлтава пула ашшĕ-амăшĕ е руль умĕнчи водитель юнашар ларса пыракан ачине хăрушсăрлăх пиçиххипе хỹтĕленме, çыхăнма ыйтмасть, пĕчĕккисене ятарлă креслăсемпе те илсе çỹремеççĕ. Çакă вара пысăк теветкеллĕхпе, инкекпе çаврăнса тухма пултарать. 2024 çулхи виçĕ уйăхра çеç çул-йĕр инспекторĕсем çак сăлтавпа 52 протокол çырнă. Пĕлтĕрхи çак вăхăтра 35 тĕслĕхе шута илнĕ.
Автомашинăна ларсан аслисен те, водительсен те тỹрех хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе çыхăнмалла. Çак йĕркене пăхăнманнисене РФ КоАПăн 12.6 статйипе административлă майпа айăплаççĕ, 1000 тенкĕ таран штраф тỹлемелле пулать. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа çеç Патăрьел муниципралитет округĕнчи çулсем çинче çак сăлтавпа 221 çынна (пĕлтĕр 167 тĕслĕх пулнă) айăпланă. Виçĕ уйăхра хирĕçле транспорт çулĕ çине кĕрсе кайнипе пулнă 43, çул паманнипе йĕркене пăснă 52 тĕслĕхе шута илнĕ.
Асăннă тапхăрта пирĕн сотрудниксем служба вăхăтĕнче РФ УКăн 264.1 статйипе ("Управление транспортным средством в состоянии опъянения лицом, подвергнутым административному наказанию или имеющую судимость") 5 тĕслĕхе, наркотик тытăмлă япалапа çыхăннă 2 тĕслĕхе шута илнĕ. Патăрьел муниципалитет округĕнче "Хăрушлăхсăр паха çулсем" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн çул çинчи паллăсене тума пĕр миллион та 100 пин тенкĕ укçа-тенкĕ хывнă.
Алексей МАЛЬЦЕВ, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕнчи ГИБДД пайĕн начальникĕ
Ноябрь 2024 |