Музыка фольклорисчĕ, учитель, Пĕрремĕш тĕнче вăрçин участникĕ Петр Васильевич Пазухин 135 çул каялла (13.04.1889 - 23.07.1917) Анат Чакăра çуралнă.
П. Пазухин - Чĕмпĕрти чăваш учителĕсен шкулĕн выпускникĕ. Вăл вĕренсе тухнă хыççăнах Элĕкри икĕ класлă училищĕре, каярахпа (1914 çулччен) Етĕрне тата Козмодемьянск уесĕсенчи шкулсенче ĕçленĕ. Çамрăк учитель Пăва, Чĕмпĕр, Çĕрпỹ, Теччĕ, Етĕрне, Шупашкар тата ытти уессенчи халăх сăмахлăхне çыра-çыра илнĕ.
Пирĕн ентеш "Образцы мотивов чувашских народных песен и тексты к ним" сборникăн иккĕмĕш пайне хатĕрленĕ.
Петр Васильевич Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче пуçне хунă.
Инженер-изобретатель, конструктор, Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ изобретателĕ Анатолий Александрович Головин (13.04.1949) 75 çул каялла Татмăшра çуралнă.
А. Головин - Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн (халĕ аграри университечĕ) выпускникĕ. Ĕç стажне Канаш районĕнчи колхозсенче тĕп инженер пулса пуçланă. 1974-1976 çулсенче - Шупашкар районĕнчи ял хуçалăх управленийĕн инженерĕ, 1976-1991 çулсенче Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх техникин патшалăх комитечĕн Тĕп конструкторпа технологи бюровĕн Чăваш Енри филиалĕнче ертсе пыракан конструктор, пай заведующийĕ, тĕп конструктор, директор çумĕ пулса тăрăшнă.
Пирĕн ентеш вăрман тата ял хуçалăх облаçĕ валли техника хатĕрĕсем туса хатĕрлессипе аслă квалификациллĕ специалист. Вăл изобретенин 75 свидетельствин, рационализаторла сĕнỹсен 35 удостоверенийĕн, пичетленнĕ 18 статьяпа икĕ каталогăн авторĕ.
Анатолий Александровича "СССР изобретателĕ", "СССР Госагропромĕн чи лайăх изобретателĕ", "Чăваш Енĕн чи лайăх изобретателĕ тата рационализаторĕ" паллăсемпе наградăланă.
("Çулталăк кĕнекинчен")
Декабрь 2024 |