Тĕрлĕ чир-чĕре пĕтермешкĕн папкасем çурăличчен улмуççисене нитрафен шĕвекĕпе (10 литр шыв çине 300 грамм) сирпĕтеççĕ. Йывăç айĕнчи тăпрана мочевина е аммиак селитрин (10 литр шыв çине 800 грамм) шĕвекĕпе йĕпетеççĕ. Папкасем çурăлса çулçă тухма пуçланă вăхăтра йывăçсене бордос шĕвекĕпе (10 литр шыв çине 300 грамм пăхăр купоросĕ, 400 грамм извеç) сирпĕтеççĕ.
Çимĕç тăвакан чиепе слива йывăçĕсен турачĕсене те папкасенчен çулçă тухма пуçличчен касса тирпейлемелле, вуллисене извеç шĕвекĕпе (10 литр шыв çине 2 килограмм извеç) шуратмалла. Чие, слива йывăçĕсен тымарĕсем тарăнах мар вырнаçнă, çавна шута илсе вулă çывăхĕнчи тăпрана çиелтен кăна кăпкалатмалла.
Хурлăханпа крыжовник тĕмĕсен ватăлса хуралнă тата ытлашши турачĕсене те юр ирĕлсе пĕтичченех касмалла. Тĕп тĕпĕнченех тухакан вăйлă та парка, çỹллĕ çитĕннĕ хунавсене сыхласа хăвармалла. Çинçе те кĕске, имшеркке туратсене çĕр çумĕнченех касмалла.
Юр ирĕлсе пĕтсенех хăмла çырлин иртнĕ çул çырла тунă ватă вуллисене çĕр çумĕнченех касса илеççĕ. Парка та вăрăм туратсене сыхласа хăвараççĕ. Хĕл каçнă хăмла çырли турачĕсене çĕр çумне авса хунă пулсан, вĕсене çĕклесе тăратмалла та ретсем тăрăх карса хунă пралуксем çумне çыхса хумалла. Лаптăка сенĕкпе кăпкалатнă хыççăн çĕрнĕ тислĕкпе, компостпа, тураса вĕтетнĕ улăмпа витсе, кăштах хĕвел çинче ăшăннă шывпа шăварсан тĕмсем лайăх ỹсеççĕ.
Ноябрь 2024 |