Солнечногорскран - пăхăр медальпе

Категория: Публикации Опубликовано: 12.04.2024, 18:57 Просмотров: 257

Ачасем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе Мускав облаçĕнчи Солнечногорск хулин "Олимп" комплексĕнче турнир иртнĕ. Унта Раççейĕн чи ăста кĕрешỹçисем - Мускав, Санкт-Петербург хулисенчен, Мускав, Липецк, Смоленск, Воронеж, Ярославль, Калуга, Тула, Самара облаçĕсенчен, Красноярск крайĕнчен, Ингушетирен, Дагестаран, çавăн пекех Беларуссинчен, Арменинчен, Киргизинчен, Иранран та спортсменсем хутшăннă.

 Кунта Патăрьел муниципалитет округĕнчи "Паттăр" спорт шкулĕн воспитанникĕ Рамазан Тазединов 48 килограмлă виçе категорийĕнче пăхăр медале тивĕçнĕ. Рамазан 4 тытăçура çĕнтернĕ, пĕринче çеç выляса янă. Унпа кĕрешекенсем пурте ăста, тĕнче шайĕнчи пысăк ăмăртусенче çĕнтернĕскерсем пулнă. Турнир çỹллĕ шайра иртнĕ. Спортсмена ăмăртăва Вячеслав Спиридонов тренер-преподаватель хатĕрленĕ.

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика