Мопедпа скутер çемьене тăкак çеç мар, инкек те кăтартаççĕ!

Категория: Публикации Опубликовано: 17.04.2024, 17:10 Просмотров: 190

 ПАТĂРЬЕЛ муниципалитет округĕн администрацийĕн çул çитмен ачасен правине хỹтĕлес енĕпе тимлекен комиссинче кун пек ĕçсене час-часах пăхса тухаççĕ. Шкулта вĕренекенсем (16 çул тултарман ачасем) водитель прависĕр е тата шлемсăр мотоциклпа е мопедпа çул çине тухса çил пек вĕçтерсе çỹренĕрен ГИБДД сотрудникĕсен аллине çакланаççĕ. Ун пек чухне йĕрке хуралçисем ашшĕ-амăшĕ ячĕпе ачине тивĕçлĕ воспитани паманшăн РФ КоАПăн 5.35 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшỹллĕн протокол çыраççĕ, штраф тỹлеттереççĕ. Йĕркене пăснă çак тĕслĕхшĕн пĕтĕмпех ашшĕ- амăшĕ айăплă, яваплă та. Енчен те мопедпа е мотоциклпа теветкеленсе çỹрекен ача çак вăхăтра 16 çул тултарнă пулсан административлă Кодексăн 12.7 статйин 1 пайĕпе унăн хăйĕнех саккун умĕнче явап тытма, комисси умĕнче пите хĕретме, унсăр пуçне 5 -15 пин тенкĕ таран штраф та тỹлеме тивет.

Хальхи вăхăтра Патăрьелĕнче, Шăнкăртамра, çавăн пекех ытти ялсенче те çул çитмен ачасем уйрăмах каçсерен ушкăнпа мотоциклпа е мопедпа вирхĕнтерсе çỹреççĕ. Пурнăçĕпе, сывлăхĕпе теветкеленекенсен водитель прави те çук, çул-йĕр правилипе çыхăннă ытти йĕркене те пăхăнмаççĕ. Çакăншăн чăн малтанах ашшĕ-амăшĕ яваплă! Ан манăр: ачана çамрăклах "хурçă ут" туянса пани ырă ĕç мар. Вăл çемьене тăкак çеç мар, инкек те кăтартма пултарать! Ун пек тĕслĕхсем сахал мар пулаççĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика