Аслă типĕре мĕн тума юрамасть?

Категория: Публикации Опубликовано: 17.04.2024, 17:18 Просмотров: 245

 Кăçал вăл мартăн 18-мĕшĕнче пуçланнă, майăн 4-мĕшĕнче вĕçленĕ.

Пĕлетĕр ĕнтĕ: типĕре рационра аш-какай, çăмарта, сĕт юр-варĕ, чылай пылак çимĕç, ытти çимĕç пулмалла мар. Анчах типĕ тытма малтанах хатĕрленмелле. Аш çиме хăнăхнă организм ăна рационран тăрук кăларсан стресс чăтса ирттерет. Тухтăрсем акă мĕн тума сĕнеççĕ: типĕ пуçланиччен пĕр эрне маларах кунсерен белок порцине сахаллатса пымалла. Малтан ирхине çăмарта çиме пăрахмалла, унтан апата какай сахалрах ямалла. Ача кĕтекен, кăкăр ĕмĕртекен хĕрарăмсен, хырăмлăхпа пыршăлăх чирĕсемпе аптăракансен, ачасен, онкологипе чирлекенсен уйрăмах асăрхануллă пулмалла, сывлăха япăхланма памалла мар.

Анчах типĕ вăхăтĕнче апатлану кăна пĕлтерĕшлĕ мар. Чи малтанах кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен пуянланмалла, кĕлĕ тумалла, чиркĕве çỹремелле, ырă ĕçсем тумалла, ыттисене ырă тума чĕнмелле, усал шухăшсенчен хăтăлмалла. Чылайăшĕ типĕ вăхăтĕнче ыр кăмăллăх ĕçне кỹлĕнет, йывăрлăха лекнисене пулăшать. Паллах, çывăх çынсем пирки те манмалла мар: вĕсене кил-тĕрĕшре пулăшмалла, сăмахпа тата ĕçпе хавхалантармалла, вăхăта пĕрле ытларах ирттермелле, çемьепе чиркĕве çỹремелле. Типĕ вăхăтĕнче тата мĕн тума юрамасть?

 o Ăмсанма, мăн кăмăллă пулма юрамасть.

 o Усал сăмахсем каламалла мар. Хирĕçỹллĕ самантсем тума, усала усалпах хуравлама юрамасть.

 o Пирус туртма, эрех-сăра ĕçме, ар çыхăнăвне кĕме юрамасть.

o Наянланма, тунсăха, депрессие путма, япăх шухăшлама кирлĕ мар.

o Улталама, çынна сỹтсе явма, вĕрентме юрамасть.

Архив материалов

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика