УКРАИНĂРИ ятарлă çар операцине хутшăнакансене аслисемпе пĕрлех ачасем те пулăшма, хавхалантарма, çырусем урлă чун ăшшине парнелеме тăрăшаççĕ. Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсем те ыттисенчен юлмаççĕ. Çак кунсенче кунта "Салтак патне çыру" черетлĕ акци ирттернĕ. Вĕренекенсем фашист юлашкисемпе кĕрешекенсене хăвăртрах тăшмана çĕнтерме, тăван тăрăха тĕрĕс-тĕкел таврăнма, хăйсене упрама ыйтса, сывлăх сунса çырнă.
Çырусене шкул ачисем ятарлă çар операцинчен отпуска канма килнĕ Алексей Майзуров урлă парса янă. Алексей кашни хыпара салтаксем хаваспах йышăннине, вĕсем неонацистсене хирĕç кĕрешме вăй-хăват панине, йывăрлăхсене çĕнтерме хавхалантарнине каланă.
Ноябрь 2024 |