МОШЕННИКСЕМ ĕçлемесĕр укçа тăвас ĕмĕтпе çынсене тĕрлĕ мелпе суйса пуйма тăрăшаççĕ, çĕнĕрен те çĕнĕ мелсем шухăшласа кăлараççĕ. Халĕ вĕсем сывлăх сыхлавĕн министерствин е департаменчĕн, страхлакан медицина организацийĕн специалисчĕсен ячĕпе шăнкăравласа медицина полисĕ кивелнине, ăна цифрăллă QR-полиспа хăвăртрах улăштармаллине калаççĕ. Пĕрлех "хăрушсăр" банк счечĕ çине укçа куçарма ыйтса çырнă СМСпа цифрăллă код килет. Çапла вара татах шăнман пăр çине ларса, укçасăр тăрса юлас хăрушлăх пур.
Страхлакан медицина организацийĕсен специалисчĕсем çынсем патне полис кăтартăвĕсене çĕнетмелле чухне çеç шăнкăравлаççĕ, анчах СМС-хыпарсем ямаççĕ, укçа куçарса пама та ыйтмаççĕ.
Çакна ан манăр! Тарпа тунă укçана çилпе вĕçтерес марччĕ.
Ноябрь 2024 |