Пĕрлехи вăй - çитĕнỹ çăлкуçĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 23.04.2024, 20:22 Просмотров: 133

 Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 19 территори пайĕ. Вĕсенчен çиччĕшĕнче (иккĕшĕнче тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлаççĕ) пуçлăхăн çăмăл мар "лавне" хĕрарăмсем туртаççĕ. Акă, пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ Çĕньял территори пайне кĕрекен виçĕ ял халăхне хисеплĕ педагог-ветеран Мария Мадюкова ăнăçлă ертсе пырать. Нумай пулмасть сумлă мероприятинче 2023 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе "Чи лайăх муниципалитет служащийĕ" хисеплĕ ятпа чысларĕç.

Харсăр та пултаруллă çын кирек мĕнле ĕçре те ыттисемшĕн ырă тĕслĕх. 47 çул шкулта чун-чĕререн вăй хурса ачасем, ĕçтешсем, ашшĕ-амăшĕ умĕнче хисеп, сум çĕнсе илнĕ педагог-ветеранпа маларах та, халĕ те сахал мар тĕл пулса ĕç-пуç пирки калаçнă. Кашнийĕнчех унтан тĕлĕнмелли, ырă тĕслĕх илмелли тупăнатех. Территори пайĕн пуçлăхĕ паян шкулта та ĕçлемест, çапах та ĕлĕкхи хăнăхупа кашни выпускник, унăн çемйи, ачи-пăчи, мăнукĕ, савăнăçĕпе хуйхи тата ытти пирки кăсăклансах тăрать. Çакна вăл территори пайĕн пуçлăхĕн пирвайхи тивĕçĕ тесе йышăнать. Хисеплĕ аслă ăру çыннисемшĕн те, нумай ачаллă, йывăр шăпаллă çемьесемшĕн, пĕччен пурăнакансемшĕн тата ыттисемшĕн те вăл "хреснай амăшĕ" вырăнĕнче темелле. Пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пултарать: ваттипе ватăлла калаçать, çамрăкпа хутшăнма та майне-шывне тупать. Çавăнпа хальхи вăхăтра территори пайĕнчи ялсене тĕрлĕрен программăпа, пуçару бюджечĕпе, халăх хастарлăхĕпе хăтлăх кỹрес, тирпей-илем субботникĕ йĕркелес, çул тăвас, кĕпер юсас, масар картисене йĕркене кĕртес е тата ытти ĕç тăвас пулсан та йывăрлăх çук.

Хальхи вăхăтра территори пайĕн пуçлăхĕшĕн сылтăм алă вырăнĕнчи старостăсем те кашниех хăйсен тивĕçне кăмăлтан пурнăçлани ялсенче аталану çулне уçса çеç пырать. Урăхла каласан, территори пайĕн, ялсен хăвачĕ - çирĕп пĕрлĕхре.

 Çĕньял территори пайĕнче, 2017 çултанпа, республикăра пуçару бюджечĕн программи вăя кĕме тытăннăранпа кашни çулах ырă та пархатарлă ĕçсем пурнăçлаççĕ. Ял халăхĕн, уйрăм хастарсен пуçарăвĕпе кашни ялтах масар картисене çĕнетнĕ, часовньăсем лартнă, çулсене тирпейленĕ, "Хавал" паркра тĕрлĕ çар чаçĕнче пулнисем хăйсен пуçарăвĕпе палăксем лартнă тата ытти те.

- Кашни çын хăй хыççăн ырă йĕр хăварма тăрăшать. Манăн пурнăç девизĕ те çавăнпах çыхăннă: "Ăс-тăна, ыррине ĕмĕрлĕхе ак" ("Сеять разумное, доброе, вечное"). Мухтанни ан пултăр та, çак вăхăта çитсе те ĕçе ячĕшĕн пурнăçланă е ăна тăвайман тĕслĕх пулман. Обществăшăн, халăхшăн яланах чун-чĕререн тăрăшнă. Муниципалитет служащийĕн хисеплĕ ятне çĕнсе илни умри тĕллевсене тата ытларах çивĕчлетĕ, влаç тытăмĕнче ял халăхĕшĕн тăрăшса ĕçлеме хистĕ,-терĕ Мария Ильинична пурне те пĕрлехи ĕçшĕн тав туса.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика