Çуркунне çитсен эпир çуртсене тасататпăр, садсене тирпейлетпĕр. Çапла пулмалла та ĕнтĕ. Пурнăç йĕрки çакнашкал. Çав вăхăтрах хамăр пурăнакан территори пирки те манмалла мар. Темшĕн хăшĕсем çакăншăн влаçрисем анчах яваплă тесе шутлаççĕ, хăйсен умĕсене çаврăнса та пăхмаççĕ. Чăнах та тирпей-илем кĕртес ĕçре муниципалитет вăйĕпе пурнăçланакан самантсем те пур-ха. Анчах администраци хăй çеç темле тăрăшсан та ял халăхĕ пулăшмасан Юхмапа Пăла тăрăхĕнче тасалăх хуçаланаймĕ.
Апрелĕн 12-мĕшĕнче тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе организаци-учреждени, вĕрентỹ заведенийĕсен, обществăлла пĕрлешỹсен тата уйрăм çынсен тăрăшулăхĕпе иртекен субботниксен сезонне уçрăмăр. Ырă йăлана малалла та тăсар. Çавăн пекех кивĕ курăкпа çỹп-çапа вăхăтра тасатса тăни пушартан та хỹтĕлĕ. Йышпа тухсан вара йĕрке тăватпăрах. Тата çынсене тирпейлĕрех пулма та асăрхаттарса хăварни вырăнлă пулĕ. "Тасатнă çĕрте мар, вараламан вырăнта тирпейлĕ",-тенĕ ваттисем. Çак сăмахсене самантлăха та манас марччĕ.
Николай АНДРЕЕВ, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕн - пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата ресурс тивĕçтерĕвĕн пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан
Ноябрь 2024 |