Çул çитмен ачасем пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илччĕр тесе сахал мар ĕçлеççĕ шкулсенче. Вĕсемпе тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ, калаçу ирттереççĕ. Хальхинче Ишлĕри пĕтĕмĕшле тĕп пĕлỹ паракан шкулта вĕренекенсем Галина Иванова полици майорĕпе тата Татьяна Миллина аслă лейтенантпа тĕл пулчĕç.
Мероприяти пуçламăшĕнче Галина Валерьевна терроризм, экстремизм мĕн икенне ăнлантарса пама тăрăшрĕ. Унта хутшăнакансене саккунпа айăпланине каласа пачĕ. Çавăн пекех интернет уçлăхĕ тепĕр чухне хăрушлăх кăларса тăратнине палăртрĕ.
Татьяна Александровна ачасене кирлĕ мар юхăмсене кĕрсе каясран асăрханмалли çинчен аса илтерчĕ.
Вĕренекенсем шухăшламасăр тунă утăм инкек патне çитерме пултарнине ăнланчĕç. Пурте пĕр шухăшлă пулсан террорла актсене чарса лартма май пулнине пĕлчĕç. Мирлĕ вăхăтра пурнăç малалла илемлĕн каять-çке.
Терроризм вăл - хаярлăх. Ырăлăхпа усаллăх хушшинче пĕр самантрах пулма пултарать. Ачасене усал ĕçе тĕрлĕ сăлтавпа явăçтарма пултараççĕ. Укçапа илĕртме, çăмăл пурнăç сĕнме. Усал ырăпа вĕçленмелли паллах.
Кирек хăш преступленишĕн те явап тытма тивет. Шухăшламасăр тунă йăнăш ашшĕ-амăшне, тăванĕсене пăшăрхантаратех. Çавăнпа та тимлĕ пулмалла. "Шăнман пăр" çине ларса каясран асăрханмаллах.
Альбина ИВАНОВА
Ноябрь 2024 |