Патăрьел муниципалитет округĕнче пурăнакансем вăрлăх сухан туса илессипе аван ĕçленине Чăваш Енре кăна мар, ун тулашĕнче те аван пĕлеççĕ. Халăх ăна сутса тупăш кĕртнишĕн савăнмалла, анчах юрăхсăррине çỹп-çап контейнерне кăларса пăрахнине мĕнле ăнланмалла? Нăрваш Шăхалĕнче çапла тунă та.
Ясная Полянăна каякан çултан инçех мар вара вăрман çывăхне севока техникăпах хĕлле килсе тăкнă. Малтан юр хупланăран курăнман вăл, халь тỹрех куçа тирĕнет.
Тăван тавралăха хамăрах варалатпăр, кайран ăçтан чир-чĕр сарăлнинчен тĕлĕнетпĕр.
(Хамăр корр.)
Ноябрь 2024 |