Сăкăт ялĕ хăйсен пурнăç шăпине кĕвĕ тĕнчипе çыхăнтарнă паллă çынсемпе пуян: А. Бурундуков, Ю. Тестов, Н. Медведев, И.Медведев, С. Ильин, А. Калькин тата ытти те. Вĕсенчен пĕри - Чăваш Республикинчи музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ, культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, вăхăтĕнче (йывăр тăпри çăмăл пултăр) пархатарлă ĕçшĕн, пысăк çитĕнỹсемшĕн тĕрлĕ шайри нумай Хисеп грамотипе сахал мар чыса тивĕçнĕ, ытти ĕçпе пĕрлех чылай çул ачасен музыка шкулĕн преподавателĕнче те тăрăшнă Борис Константинович Прохоров. Унсăр пуçне унăн ячĕ Сăкăтри халăх хорĕпе те тачă çыхăннă. Ырă çыннăн ячĕпе ĕçĕ яланах асра, вилĕмсĕр теççĕ. Кăçал шăпах Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи çак ялта пултаруллă сцена ăстисенчен хор йĕркелесе яни 90, халăх хорĕ хисеплĕ ята тивĕçни 30 çул тултарнă май ăста купăсçă, баянист, хор ертỹçи пирки тĕплĕнрех аса илни те пăсмĕ.
Пысăк çемьере çуралса ỹснĕ пулас музыкçă. Ашшĕпе амăшне çичĕ тĕпренчĕкне ура çине тăратма çăмăл пулманнине пĕчĕклех туйса ỹснĕ Борис. Арçын ача сĕт шăлĕсем тăкăнса пĕтичченех хăй тĕллĕнех купăспа тĕрлĕрен кĕвĕ калама вĕреннĕ. Кăшт каярахпа, 11-12 çулсенче улахсенче, вăйăсенче, туйпа çăнăхтара та купăспа выляса çынсене савăнăç кỹнĕ, ташлаттарнă. Пĕчĕк ачан пỹрнисем ун чухнех купăсăн кнопкисем çинче вылянса çеç тăнă. Çавăн пек тăрăшуллă "ĕçшĕн" шăпăрлана 2 тенкĕ укçа та парса хавхалантарнă-мĕн. Пĕрремĕш шалу уншăн çапла çуралнă... Ун пирки "Тăван Атăл" журналта (2016 çул) пичетленнĕ статьяра та аса илни пур.
Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн искусство тĕнчипе кăсăкланнăран каччă малтанах Çĕрпỹри культурăпа çутĕç училищинчен вĕренсе тухать, каярахпа вара аслă пĕлỹ илес шутпа Мускаври культура институтĕнче халăх инструменчĕсен оркестрĕн ертỹçин специальноçне алла илет. Ĕç стажне çамрăк специалист Çĕнĕ Ахпỹртри культура çурчĕн ертỹçинчен пуçлать. Салтака кайиччен музыка шкулĕнче преподавательте, каярахпа Борис Константинович Сăкăтри культура çурчĕн директорĕнче, Патăрьелĕнчи ачасен музыка шкулĕнче ăсталăхне туптать, хăйĕн вĕренекенĕсемпе район, республика шайĕнчи культура мероприятийĕсене хутшăнса ят-сум çĕнсе илет.
Сăмахран, 32 çул музыка шкулĕнче ĕçленĕ тапхăрта çеç 180 ачана баян вăрттăнлăхне вĕрентнĕ. Борис Прохоровăн выпускникĕсенчен 20-шĕ преподавателĕн çулĕпе кайнă, хăйсен шăпине музыка тĕнчипе çыхăнтарнă, паян та çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче çав специальноçпа тăрăшаççĕ. Акă, Тутар Сăкăтĕнчи Гелия Бикбулатова Хусанти музыка институтĕнче аслă пĕлỹ илнĕ хыççăн халĕ те музыка шкулĕн директорĕнче тăрăшать, çак çула суйласа илме пулăшнă учителе яланах тав тăвать.
Патăрьел муниципалитет округĕнчи Сăкăтри халăх хорĕ яланах Юхмапа Пăла тăрăхĕн мăнаçлăхĕ пулнă. Унта çỹрекенсем Акатуй-Сабантуйра çеç мар, ытти культура мерприятийĕнче те хăйсен мăнаçлă сассипе тыткăнланă, малти вырăнсене йышăннă. Николай Толстов ертсе пыракан творчество ушкăнĕ паянхи кун та хăйĕн хисепне çухатмасть-ха. Вăхăтĕнче вара Борис Прохоров та сцена çине тухакан творчество коллективĕн пултарулăхне аталантарас тĕллевпе ĕçтешсемпе, ентешсемпе пĕрле нумай тимленĕ. Пĕрлехи вăйри курăмлă ĕç унччен те культура ĕçченĕсен коллективне хавхалантарнă, халĕ те çавах.
Альбина ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |