Патăрьел муниципалитет округĕнче халăхăн пурнăç условине лайăхлатас, çынсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес, ĕçлеме кăна мар, канма та тивĕçлĕ условисем туса парас тĕллевпе чылай ĕç тăваççĕ.
2017 çултанпа "Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ" наци проекчĕн тытăмĕнчи "Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси" проект пурнăçа кĕрсе пырать. Çак проекта Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 1000 тата ытларах çынлă 5 ял - Патăрьел, Хирти Пикшик, Сăкăт, Тутар Сăкăт, Шăнкăртам - хутшăнать. 2017-2023 çулсенче федераци бюджечĕпе усă курса çурт-йĕр таврашĕн тăватă территорине тата 8 обществăлла вырăна 43 миллион та 92 пин тенкĕлĕх хăтлăлатнă.
2022 çулта Шăнкăртамра "Халăхсен туслăхĕ" çамрăксен паркне тирпейленĕ.
"Хальхи хула хутлăхне йĕркелесси" программăпа 2023 çулта Патăрьелĕнчи халăх канакан парка тата нумай хваттерлĕ çуртсен виçĕ картишне хăтлăлатнă. Кăçал Тутар Сăкăтĕнчи Тĕп урамри Çĕнтерỹ паркне çĕнетеççĕ. Çавăн пекех Патăрьелĕнчи халăх канакан паркра та ĕçсем малалла пыраççĕ.
Округра нумай хваттерлĕ çуртсем тăвасси ăнăçлă пурнăçланать. Кăçал Мир тата Киров урамĕнче строительство ĕçĕсем пырĕç. "Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ" наци проекчĕн тытăмĕнчи "Çурт-йĕр" регион проекчĕн пулăшăвĕпе хăйсен пурăнмалли условине лайăхлатма 5 çамрăк çемье, виçĕ тăлăх, ялта ĕçлесе пурăнакан икĕ çын, нумай ачаллă тăватă çемье çурт-йĕр тума е туянма патшалăхран пулăшу тивĕçнĕ. Кăçал 29 çемье пурăнмалли кĕтеслĕ пулĕ.
Ольга ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |