Именкассинчи Карл Маркс урамĕнче (аслă çул хĕрринчех) никам та пурăнман çуртсем темиçе çĕрте те юнашарах лараççĕ. Умĕсенчи тирпейсĕрлĕх кăна мар, вĕсем ишĕлсе анма пуçланăран ачасемшĕн те хăрушлăх кăларни пăшăрхантарать. Вĕт ура кассисем шăпах çавăн пек вырăнсенче выляма юратаççĕ. Е тата пĕри-пĕри пирус тĕпне пăрахса хăварсан пушар тухсан кама айăпламалла? Вут алли вăрăм иккенне пурте пĕлетпĕр, вăл çывăхри кермене те хур кăтартма пултарать. Хуçасăр çуртсен территорисенче çĕленсем, пăсарасем тĕпленни пирки те калаççĕ.
Пушă çуртсем чăннипех те чан çапмалли сăлтав пулса тăчĕç. Пĕр ялта кăна мар, ытти çĕрте те çак ỹкерчĕкех курма пулать. Вĕсен тĕлĕшпе тивĕçлĕ йышăну тусан тем пекехчĕ...
(Хамăр корр.)
Ноябрь 2024 |