Ентеш "Паттăрлăхшăн" медале тивĕçнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 07.05.2024, 18:21 Просмотров: 388

ПАТĂРЬЕЛСЕНЕ ахальтен мар паттăрсем тесе хаклаççĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем хăть ăçта та пултарулăхпа, маттурлăхпа палăраççĕ. Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансен ячĕпе те час-часах часть командирĕсем Тав çырăвĕсем яраççĕ, ашшĕ-амăшне ывăлĕсене тивĕçлĕ воспитани панăшăн тав тăваççĕ. Нумай пулмасть вара тепĕр ырă хыпар çитрĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакан Первомайскинчи Алексей Лепешкин "Паттăрлăхшăн" медале тивĕçнĕ. Алексей неонацистсемпе хирĕç 2023 çулхи сентябрьтенпе кĕрешет. Ентеше тăван тăрăха тĕрĕс-тĕкел таврăнма тата çирĕп сывлăх сунатпăр.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика