Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ятарлă çар операцийĕнчен кĕске вăхăтлăх канăва килнĕ çар çыннисемпе тĕл пулнă. Унта çавăн пекех Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Вячеслав Илюткин, Тăрăн территори пайĕн начальникĕ Николай Рубцов, администрацин гражданла хỹтĕлев, чрезвычайлă лару-тăру, мобилизаци тата ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Григорий Каллин, çар служащийĕсен мăшăрĕсемпе амăшĕсем хутшăннă.
Ăшпиллĕ калаçура паттăрсемпе вĕсен çемйисене хỹтлĕх парассипе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă. Администраци вĕсене яланах пулăшма хатĕр пулнине палăртнă.
Çар служащийĕсен амăшĕсемпе мăшăрĕсем çакăншăн тав тунă. Власть тата общественность хăйсем енчен мĕн килнине пурнăçланине, тимлĕх уйăрнине пĕлтернĕ.
Альбина ИВАНОВА
Февраль 2025 |