Пограничник-ветерансем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 14.05.2024, 18:51 Просмотров: 271

МУНИЦИПАЛИТЕТРИ "Пограничное братство" пĕрлĕх ырă ĕçсем йĕркелесех тăрать. Пограничник-ветерансен председателĕ Анатолий Быков пĕлтернĕ тăрăх, Украинăри ятарлă çар операци пуçланнăранпа неонацистсемпе кĕрешекенсене валли 200 пин тенкĕ ытлалăх гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă. Çавăн пекех ĕнерхи чикĕ хуралçисем маскировка сечĕсене çыхма та пулăшаççĕ. Уйрăмах Сăкăтри Николай Тинюков, Треньелĕнчи Вячеслав Портнов ыр кăмăллăхпа палăраççĕ.

 Пограничник-ветерансем çут çанталăк пуянлăхне упрассишĕн те тăрăшаççĕ. Нумай пулмасть вĕсем Треньелĕнчи пĕвене 100 килограма яхăн вĕтĕ тата пысăк карпсем янă. Сăмах май, унччен те çак ĕçе вĕсем пĕрлехи вăйпа пурнăçланăччĕ.

Архив материалов

Февраль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 1 2

Яндекс.Метрика