Вăтаелсем субботник тунă, масара тасатнă

Категория: Публикации Опубликовано: 14.05.2024, 18:51 Просмотров: 238

 ПРАВОСЛАВИ тĕнне ĕненекенсен чи пысăк уявĕ умĕн - Мăнкунччен - тата Çĕнтерỹ кунĕ тĕлне ялсенче урамсене, обществăлла объектсене тирпейлерĕç. Вăтаелĕнче пурăнакансем вара вилнĕ тăванăмăрсем ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă вырăнта субботник ирттернĕ. Халăх пĕр шухăшлă пулса хăрнă йывăçсене каснă, типнĕ курăка пуçтарнă тата ытти те.

Кăçал Троица уявĕ июнĕн 23-мĕшĕнче пулать, шăматкун вара вилнĕ тăванăмăрсене асăнмалли кун. Унччен çăвасене тасатма вăхăт пур-ха, маларах кайсан тата аванрах. Масарсене тирпейлени - леш-тĕнчене куçнă çывăх çыннăмăрсене хисеплени.

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика