Паттăрсен ячĕсем ĕмĕр упранччăр

Категория: Публикации Опубликовано: 14.05.2024, 19:10 Просмотров: 332

Çĕнтерỹ тунăранпа 79 çул çитнĕ май Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, Патăрьел районĕнче шалти ĕçсен пайĕнче ĕçленĕ ветерансене халалласа асăну хăми уçрĕç.

 Сумлă мероприятие Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министрĕн çумĕ Дмитрий Андреев, шалти ĕçсен органĕсен тата шалти çарсен ветеранĕсен обществăлла организацийĕн председателĕ Владимир Трофимов полковник, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕн - строительство, çул-йĕр хуçалăх тата тирпей-илем управленийĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов, Патăрьел район прокурорĕ Андрей Афанасьев, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Вячеслав Илюткин, Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн сотрудникĕсемпе ветеранĕсем хутшăнчĕç.

Тухса калакансем Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн сотрудникĕсем ырă ĕç тунине, çакă çамрăксенче патриотлăх туйăмне çуратнине, кашни салтака Çĕнтерỹшĕн тав тумаллине палăртрĕç.

 Асăну хăмине Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министрĕн çумĕ Дмитрий Андреев, шалти ĕçсен органĕсен тата шалти çарсен ветеранĕсен обществăлла организацийĕн председателĕ Владимир Трофимов полковник тата вăрçа хутшăннă, шалти ĕçсен органĕнче чылай çул тăрăшнă ветеранăн хĕрĕ Светлана Изъюрова уçрĕç. Асăну мероприятине килнисем чĕрĕ чечексем хунă хыççăн юнашар çуккисене асăнса пĕр самант шăп тăчĕç.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта 3 г класра вĕренекен Анна Кудряшова "У войны не детское лицо" сăвва çамрăк иккенне пăхмасăр чуна витермелле пăхмасăр вуласа пачĕ.

 Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика