Ачасен çуллахи канăвĕпе социаллă хỹтлĕх, çурхи уй-хир ĕçĕсем тавра

Категория: Публикации Опубликовано: 17.05.2024, 17:58 Просмотров: 201

Майăн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикинче, çавăн пекех Патăрьел муниципалитет округĕнче те Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - республикăри сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн председателĕ-Патăрьел тĕп больницин тĕп тухтăрĕ Николай Тинюков хутшăнчĕç.

Чăн малтанах вĕсем Украинăри ятарлă çар операцийĕн хастар волонтерĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн Тав çырăвĕсене парса чысларĕç, салтак-ентешĕмĕрсене çĕнтерĕве çывхартма пур енлĕн пулăшса пынăшăн чун-чĕререн тав турĕç.

Умра - шкул ачисен çуллахи каникулĕ. Часах юлашки шăнкăравсем янăрĕç. Информаци кунĕнче ачасен çуллахи канăвне, вĕсене ĕçпе тивĕçтерессине тухăçлă тата усăллă йĕркелес, нумай ачаллă, йывăр шăпаллă çемьесенчи ачасене ку тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕх уйăрас, çавăн пекех халăха социаллă хỹтлĕх ыйтăвĕсемпе тивĕçтерес, патшалăх паракан пулăшусемпе, çăмăллăхсемпе анлăн та тулли усă курас ыйтусемпе администрацин вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова, халăха социаллă хỹтлĕх паракан центр тата пай начальникĕсем Николай Ялуковпа Наталия Никитина паллаштарчĕç.

 Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ачасен канăвне тăватă сменăпа йĕркелеме палăртнă. Вĕсенче çитĕнекен ăрăва пур енлĕн аталантармалли, сывлăх тĕлĕшĕнчен тĕрекленмелли, çав вăхăтрах творчество пултарулăхне ỹстермелли программăсем туса хатĕрленĕ. Ку тĕлĕшпе пултаруллă çамрăксене пĕрлештерсе тăракан Кзыл Чишмари "Селэт-Батыр" центрта та ачасен çуллахи канăвне кăмăлтан ирттерме мĕн пур услови çителĕклĕ.

2024 çулхи ачасен сывлăхне çирĕплетмелли кампанинче Чăваш Республикинчи Ĕçлев тата социаллă хỹтлĕх министерстви хула тулашĕнчи лагерьсенче канма пирĕн округа 32 путевка уйăрнă. Вĕсемпе ытларах нумай ачаллă, йывăр шăпаллă çемьесем усă курĕç.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче паянхи куна нумай ачаллă çемьен статусне илнисем 661ĕн. Вĕсем пурте хăйсене тивĕçекен çăмăллăхсемпе туллин усă кураççĕ.

- Патшалăх халăха социаллă хỹтлĕхпе тивĕçтерессине пысăк тимлĕх уйăрать. Ку тĕлĕшпе çынсемпе ытларах ăнлантару ĕçĕсем ирттермелле, социаллă çăмăллăхсемпе усă курас ĕçре цифра сервисĕпе, электронлă форматпа ытларах усă курмалла,-терĕ сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов патшалăх социаллă пулăшу паракан çăмăллăхсем пирки пĕтĕмлетсе.

Пĕрлехи информаци кунĕ Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕпе тỹр килнĕрен, информушкăн Патăрьелĕнчи ЗАГС пайĕнче йĕркеленĕ сумлă мероприятие те хутшăнчĕ, кашни çемьенех пархатарлă та ырă ĕçшĕн тав турĕ. Кунта чăн малтанах "5" паллăпа вĕçленекен çемье юбилейçисене саламларĕç. Кзыл Чишмари Арсланпа Халэрия Салимгереевсем çемье чăмăртани 55 çул çитнĕ. Çĕршывăн тĕп хулинчен илсе çитернĕ "Çемье вучахĕн" çулăмне вĕсем Патăрьелĕнчи хисеплĕ мăшăрсене - 35 çул пĕрле пурăнакан Марияпа Владимир Скворцовсене тата 15 çул алран-алă тытса кун кунлакан Ольгăпа Николай Ялуковсене - тыттарчĕç, малашне те таса туйăма упраса пурăнма ырă сунчĕç. ЗАГС пайĕн начальникĕ Наталия Емелина кашни çемьен ырă та пархатарлă енĕсемпе паллаштарчĕ. Кунтах çамрăк мăшăрсене патшалăх çурт-йĕрне çĕнетме паракан свидетельствăсене те пачĕç. Мăшăрлану керменĕнчи уява Патăрьелĕнчи музыка шкулĕн пĕчĕк артисчĕсем илем кỹчĕç.

Информаци ушкăнĕ Турханти "Кивçурт" уçланкине çитсе "Зарница" тата "Орленок" çарпа патриотла вăйăсене хутшăнакансене пысăк ăнăçу тата хастарлăх суннă. Унта муниципалитет округĕнчи вăтам тата пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенчен 23 команда вăй виçет.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика