Контейнер айккипе тюльпансем, ириссем...

Категория: Публикации Опубликовано: 17.05.2024, 17:59 Просмотров: 197

Куçа илĕртеççĕ кашнинче вĕсем ЯЛСЕНЧЕ çỹп-çап контейнерĕсем тулли пулни, вĕсен таврашĕнче тирпейсĕрлĕх хуçаланни пирки çырсах тăратпăр, сăн ỹкерчĕксемпе кăларнă тĕслĕх- сем те пур. Тасалăх хамăртан та нумай килет çав. Ăна валли укçа-тенкĕ те кирлĕ мар, вăхăт çеç тупмалла. Çакна тĕслĕхпе те çирĕплетме пулать. Пăлакассинчи Луговая урамри ешчĕксем айккипе Валентинăпа Светлана Сурковăсем, Галина Комарова тĕрлĕ чечек лартса тухнă. Никам хушмасăрах, кам та пулин килсе пулăшасса кĕтмесĕрех пурнăçланă. Хальхи вăхăтра кунта тюльпансем, ириссем куçа илĕртеççĕ. Каярах вара флоксăсем, лилисем, хризантемăсем пĕрин хыççăн тепри илемĕпе савăнтарĕç.

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика