Салтаксене малалла та пулăшасчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 17.05.2024, 17:59 Просмотров: 199

АСЛĂ Чемен территори пайĕнче пурăнакансем 2023 çулхи июль уйăхĕнче Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли (вăл вăхăтра территори пайĕн пуçлăхĕ пулса тăрăшнă Станислав Капитонов пуçарнипе) маскировка сечĕсене çыхма пуçланă. Станислав Васильевич иртнĕ çулхи кĕркунне хăй ирĕкĕпе неонацистсене хирĕç кĕрешме тухса кайрĕ. Ун ырă ĕçне ял халăхĕ малалла тăсать. Аслă Чеменсем тата Тури Чакăсем иртнĕ çултанпа 111 маскировка сечĕ çыхса Юрий Тинюков ертсе пыракан волонтерсен "Батыревский доброволец" ушкăнĕнчен парса янă.

Хастарсем окопра çутмалли çуртасем те хатĕрлеççĕ, 420не салтаксем патне ăсатнă. Гуманитари пулăшăвĕ те пĕрре мар пухса панă.

Çĕр ĕçĕ пуçланнă май ялсенче маскировка сечĕсене сахалтарах çыхма пуçларĕç, салтаксем вара вĕсем питĕ кирлине палăртаççĕ. Çакна шута илсе çар операцине хутшăнакансен пурнăçне çăлакан виткĕçе çĕнĕ вăйпа хатĕрлеме пикенсен питĕ аванччĕ.

Архив материалов

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика