Çĕнтерỹçĕсем паллă

Категория: Публикации Опубликовано: 17.05.2024, 18:01 Просмотров: 220

Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕ апрелĕн 4-мĕшĕнче кăларнă "Патăрьел муниципалитет округĕнчи организацисем, учрежденисем тата индивидуаллă предпринимательсем хушшинче ĕç сыхлавĕпе смотр-конкурс ирттересси çинчен" хушупа килĕшỹллĕн конкурс иртнĕ.

2023 çулхи пĕтĕмлетỹпе пĕрремĕш ушкăнра, 500 тата ытларах çын ĕçлекен организацисенчен, Патăрьелĕнчи тĕп больница çĕнтернĕ. Кунта 528-ăн вăй хураççĕ.

100тен пуçласа 500 таран çын тăрăшакан организацисем хушшинче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул мала тухнă. Сăмах май, шăпах пĕлỹ çурчĕ республика шайĕнче ĕç сыхлавĕпе иртекен конкурсра муниципалитет чысне хỹтĕлет.

Виççĕмĕш ушкăнта 50ран пуçласа 100 çын вăй хуракан организацисем пулнă. Патăрьелĕнчи "Батыревский" акционерсен хупă пĕрлешĕвĕ чи лайăххисен шутне кĕнĕ.

Ольга БЕЛЬДЕКОВА

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика