Пултарулăх конкурсĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 17.05.2024, 18:08 Просмотров: 256

Чăваш чĕлхи кунĕнче наци тумне тăхăннă хĕрсемпе каччăсем Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх шкулне пухăнчĕç. Кунта регионсем хушшинчи "Чăваш Ен" пултарулăх конкурсăн гала-концерчĕ пулчĕ. Ăна чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлев çуралнăранпа 176 çул тултарнине, Раççейри Çемье тата Чăваш Республикинчи Экологи культурин тата çут çанталăк пуянлăхĕпе тирпейлĕ усă курмалли çулталăксене халалларĕç.

 Мероприятие Чăваш тата Тутарстан, Саха (Якути) Республикисенчи, Ульяновск облаçĕнчи, Мускав хулинчи 100 ытла коллектив хутшăнчĕ. Лайăхран лайăххисем грамотăсене, дипломсене, медальсемпе кубоксене тивĕçрĕç. Чи маттуррисем, Гран-прие тивĕçнисем вара Нăрваш Шăхалĕнчи купăсçăсен ансамблĕ (ертỹçи - Николай Алексеев) пулчĕ.

Юрлакансемпе, ташлакансемпе, тĕрлĕ инструментпа вылякансемпе пĕрле çамрăк ỹнерçĕсем те хăйсен ĕçне турĕç. 3 сехетре тăван тавралăх илемне, чăвашăн йăли-йĕркине ỹкерсе кăтартма пултарчĕç.

Чăваш халăх культурипе ытти регионсенче пурăнакансем те интересленни, наци тумĕсене çĕлеттерсе юрлани-ташлани савăнтарать. Çакă вăл пире тăван чĕлхене ытларах хисеплеме, юратма хистет.

 Алина АНТОНОВА, ачасен ăсталăх шкулĕн директорĕ

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика