Пĕр сехетлĕх няня йывăрлăха татма пулăшĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 21.05.2024, 18:31 Просмотров: 337

АЧА-ПĂЧАНА çитĕнтернĕ чухне çемьере ашшĕ- амăшĕн темĕнле йывăрлăх та сиксе тухма пултарать. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшли - пепкене вăхăтлăха никампа та хăварма май пулманни. Ытларах йывăрлăх юнашар асанне-кукамай çуккисене пырса тивет. Хальхи вăхăтра Патăрьелĕнчи халăха социаллă хỹтлĕх паракан центрта вăхăтлăх çак ыйтăва татса памалли май пурри варра амăшĕсемшĕн чăн-чăн çăмăллăх. Кунта "Пĕр сехетлĕхе няня" ("Няня на час") пỹлĕм ĕçлет. Шăпăрлансене вăхăтлăха йышăнса юлма мĕн пур услови çителĕклĕ, ятарлă программăпа вĕреннĕ специалистсем пĕчĕксерсене кĕске вăхăт хушшинче выляттарма та, ăс-тăн тĕлĕшĕнчен аталантарма та пултараççĕ. Чи кирли - çул çитмен пепке шанчăклă алăра юлнăран амăшĕ те пăшăрханмасть. Ун пек ачасене хăйсем тĕллĕн хăварни вара пысăк теветкеллĕхпе çыхăннă. Ку таранччен специалистсем 3-7 çулсенчи 12 пепкене пĕрер сехет няня вырĕнче пăхса панă.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика