Татмăшсем татăклă йышăну тунă, масар çуртне тума кар тăнă

Категория: Публикации Опубликовано: 28.05.2024, 16:57 Просмотров: 99

ПАТĂРЬЕЛ муниципалитет округĕнчи территори пайĕсенче юлашки çулсенче патшалăхăн пуçару бюджечĕн программипе яла, тавралăха хăтлăлатассипе чылай ĕç туса пыраççĕ. Унсăр пуçне çынсем хăйсем калаçса татăлса, кар тăрса, вăя пĕрлештернипе те пархатарлă та сăваплă ĕç туни те хавхалантарать. Иртнĕ çул Патăрьелсем депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Петр Ялуков граждансен пухăвĕнче çĕкленĕ ыйтăва пурнăçласа (хăйех тăкакăн пысăк пайне саплаштарнă) кĕске вăхăтрах çĕнĕ масарта хăтлă часовня туса лартрĕç. Ку тĕлĕшпе Çĕнĕ Ахпỹрт территори пайĕнчи Татмăшсем те татăклă йышăну тунă, нумай пулмасть çеç пĕрлехи вăйпа ял масарĕн пỹртне купаласа пĕтернĕ, тăррине витсе йĕри-таврашне хăтлăлатнă. Çветтуй Троица умĕн пиртен уйрăлнă тăванăмăрсене масар çине асăнма каймалли кунччен масар çурчĕ хатĕр.

Кун пек ырă тĕслĕх Юхмапа Пăла тăрăхĕнче татах та пур. Кăшт маларах Анат Туçасем кар тăрса сăваплă вырăнта кĕске вăхăтрах часовня-çурт лартрĕç, кунти территорие хăтлăлатрĕç. Ăна яланах тирпейлĕ тытаççĕ. Çĕньялсем, Тутар Сăкăтсем те ку тĕлĕшпе ырă тĕслĕхлĕ.

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика