Пирĕн хушăмăрти паттăрсем

Категория: Публикации Опубликовано: 28.05.2024, 17:50 Просмотров: 122

Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Украинăри ятарлă çар операцинчен кĕске вăхăтлăх канăва килнĕ паттăрсемпе тĕл пулчĕ. Вĕсем иккĕшĕ те Тăрăн ял территори пайĕнчен. Çавра сĕтел хушшинчи калаçу кăмăллă иртрĕ.

Çĕршыв хỹтĕлевçисем кирек хăш наци халăхĕ те пĕр шухăшпа неонацистсене хирĕç кар тăнине палăртрĕç. Тыл пулăшăвне те туяççĕ вĕсем. Пĕрлĕхре вăй пулнине çирĕплетеççĕ. Çĕнтерỹпе киле таврăнма шантараççĕ.

- Эпир пулмасан кам-ха Тăван çĕршыва хỹтĕлетĕр? Пирĕн гражданла тивĕç те çакă. Çар службинче ахаль пулман эпир. Хисеп пур салтаксем патне. Аслă çулхисем пуç таяççĕ. Çакă хавхалантарать те. Тивĕçлĕ воспитани парса ỹстернĕшĕн атте-аннене тав тăваççĕ. Çавăн пекех ытти çамрăксене те пирĕнпе юнашар тăма ыйтасшăн,- теççĕ çар çыннисем.

Тĕл пулăва çавăн пекех Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Вячеслав Илюткин, Тăрăн территори пайĕн начальникĕ Николай Рубцов, администрацин гражданла хỹтĕлев, чрезвычайлă лару-тăру, мобилизаци тата ятарлă программăсен пай начальникĕ Григорий Каллин хутшăнчĕç.

 - Чăннипех те паттăрсем эсир. Чун-чĕре хушнине тăватăр. Эпир сирĕнпе мухтанатпăр. Чипер таврăнса мирлĕ пурнăçра тăрăшуллă ĕçпе савăнтарасса ĕмĕтленетпĕр,- терĕ Рудольф Васильевич.

Сергей контрактпа çар операцине кайнă. Унăн "Воинская доблесть II степени" тата "Участнику специальной военной операции" медальсем пур.

Олег вара 2023 çулта контракт çырнă. "За храбрость" медале тивĕçнĕ. Çамрăксенчен тĕслĕх илмелли пурах.

Муниципалитет администрацийĕ Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе тĕл пулу йĕркелессине йăлана кĕртнĕ ĕнтĕ. Çакă ентешсен пурнăçне пĕлсе тăма, вĕсене пулăшу кỹме те май парать.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика