Уй-хир хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 28.05.2024, 17:50 Просмотров: 95

Муниципалитетра тыр-пула акса пĕтернĕпе пĕрех. Майăн 27-мĕшĕ тĕлне 14245 гектар (99,7 процент) никĕсе хывнă, унтан тулă - 5183 гектар, урпа - 6870, сĕлĕ - 1028, вăрă валли куккурус - 50, пăри - 30, хура тул - 104, пăрçа йышшисем 980 гектар йышăнаççĕ.

 Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене хурт-кăпшанкăран тата чир-чĕртен хỹтĕлесе хими препарачĕсене 6720 гектарта сапнă.

Çĕр улмие те юлашки гектарсене лартаççĕ. Палăртнă лаптăкăн 90 процентĕнче е 585 гектарта ĕçе вĕçленĕ. 30 гектарта йăрансене хăпартнă.

Сахăр кăшманне 550 гектар акнă, 350 гектарне хими препарачĕ сапнă.

 Рапс кăçал - 240, горчица 150 гектар йышăнаççĕ.

 Выльăх апачĕ валли куккурус - 870, хĕвел çаврăнăш 310 гектар никĕсе хывнă.

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика