Çамрăк волонтер салтаксене кăмăлтан пулăшать

Категория: Публикации Опубликовано: 02.06.2024, 09:00 Просмотров: 233

ПАТĂРЬЕЛ муниципалитет округĕнчен кашни эрнере тенĕ пекех Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем патне гуманитари пулăшăвĕпе волонтерсем, уйрăм хастарсем ушкăнăн-ушкăнăн çула тухаççĕ. Ялсенче çынсем хĕрỹ ĕççи пулнине пăхмасăрах хỹтĕлев сеткисем çыхаççĕ, çарта кирлĕ ытти япаласене те пуçтарса хатĕрлеççĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти чи-чи çамрăк волонтер Самир Черноносов та нацистсене хирĕç кĕрешекен салтаксене тăтăшах кирлĕ хатĕрсем пама тăрăшать. Хальхинче кĕçĕн класра вĕренекен арçын ача çарта "Алмаз" ятпа çỹрекен ентеш патне пĕчĕк гуманитари пулăшăвне парса янă: "Варяг" болгарка, тĕрлĕ калăпăшлă 60 штук круг, краги, виçĕ пачка электрод, шурă маркер, сварка ĕçĕнче кирлĕ ытти хатĕрсем. Хăй пĕчĕк пулсан та пысăк чунлă Самир хальхинче те салтаксене пурне те çĕнтерỹпе сывă таврăнма ырă сунса "Батыревский доброволец" волонтерсен ушкăнĕнчен çыру та çитернĕ.

Архив материалов

Июнь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Яндекс.Метрика