ÇАНТАЛĂК ăшăтас енне сулăнчĕ. Ыран, çуллан пĕрремĕш кунĕнчех типĕ те шăрăх пуласса шантараççĕ. Çавăнпа та малашне чăн малтанах вут-кăвартан сыхă пулмалли тапхăр вăй илсех пырать. Сăмах май каласан, лару-тăрăва шута илсе майăн 25-мĕшĕнчен Чăваш Республикинче пушар хăрушсăрлăхĕн 4-мĕш класĕ пулнине çирĕплетнĕ, апрелĕн 10-мĕшĕнчен вара пушар хăрушсăрлăхĕн уйрăмах çирĕп режимĕ пырать. Çавăнпа та çынсен пули-пулмишĕнех е пĕр-пĕр сăлтавпа та вăрмана кĕме, шашлăк ăшалама, кăвайт чĕртме юрамасть! Ку тĕлĕшпе хальхи вăхăтра граждансен ăнланулăхĕ, асăрханулăхĕ уйрăмах пысăк вырăн йышăнать.
Аса илтеретпĕр: ятарлă режим тапхăрĕнче пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăсакан çынсен 40-50 пин тенкĕ, должноçрисен 60-90 пин, юридици сăпачĕсен 600 пинрен пуçласа 1 миллион тенкĕ таранах штраф тỹлеме тивет. Чи пĕлтерĕшлĕ вăл çеç те мар, халăх пуянлăхĕ шутланакан вăрман вут серепине çакланма, пысăк инкек пулма та (Турă сыхлатăрах) пултарать.
Сентябрь 2024 |