Ашшĕн орденне - хĕрне

Категория: Публикации Опубликовано: 02.06.2024, 09:08 Просмотров: 314

Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов тата Патăрьелпе Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Вячеслав Илюткин Украинăри ятарлă çар операцийĕнче пуçне хунă Федор Лисов тăванĕсемпе тĕл пулнă.

Рудольф Васильевич Паттăрлăх орденне унăн хĕрне панă. Ăна ашшĕ çар тивĕçне пурнăçланă чухне паттăрлăх тата хăюллăх кăтартнăшăн тивĕçнĕ. Рудольф Селиванов çемьене хуйхă çитнĕшĕн паттăр тăванĕсемпе пĕрле тарăннăн хурланни çинчен пĕлтернĕ. Вĕсен ывăлĕ чăннипех те мирлĕ тỹпене нацизмпа фашизмран хỹтĕлесе чăн-чăн паттăрла пуçне хунине палăртнă.

Федор Лисов Упамса ялĕнче 1996 çулхи февралĕн 14-мĕшĕнче çуралнă. 2002-2006 çулсенче ялти, унтан 2006-2013 çулсенче Турханти вăтам шкулта вĕреннĕ.

2013 çулта вара Ф.Маргелов генерал ячĕллĕ Рязанти гвардин аслă çар-десант команда училищине çул тытнă, унтан 2018 çулта вĕренсе тухнă.

Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн ăна Кăнтăр çар округĕнче рота командирĕ пулма çирĕплетнĕ.

Украинăри ятарлă çар операцийĕнче 2022 çулхи февраль уйăхĕнченпе тăнă. "Çапăçура палăрнăшăн", "Паттăрлăхшăн", Жуков медалĕсене тивĕçнĕ.

Шел, çамрăк офицер 2024 çулхи февралĕн 16-мĕшĕнче çапăçура пуçне хунă.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика