Вăрçă ачисен ячĕпе – палăк

Категория: Публикации Опубликовано: 02.06.2024, 09:09 Просмотров: 270

 Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн арканса юлнă хуçалăха ура çине тăратмашкăн калама çук тертленме тивнĕ. Эпĕ астăвасса вăрçă ачисен ыттисемпе тан тата çĕнтерỹпе таврăннисемпе пĕрле ĕçлеме тивнĕ. 13-15 çулхисем лашапа сухаласа тырă акнă, çĕр улми лартнă. Çурлапа вырса пухнă кĕлтесене йĕтем çине вăкăрсемпе, утсемпе турттарнă. Тăрăн ялĕнчи ватăсенчен пĕри Иван Александрович Самакин акă мĕнле аса илет кун пирки:

"Вăрçă хыççăнхи çулсенче йĕтем çинче тирпейлесе хунă кĕлтесене кунĕн-çĕрĕн молотилка витĕр кăларатчĕç. Çак ĕçе Ермолаев Ваçили тете йĕркелесе пыратчĕ. Молотилка барабанне кĕлте çыххине касса яракансем пĕр тăван Дашăпа Ульха аппасемччĕ. Çапнă тырра ЗИС автомашинăпа Канашри элеватора Ялуков Санькка тете леçетчĕ. Ыттисене михĕсене тултарса кĕлетсене хунă. Эпир, ачасем, шкултан тухсан йĕтем çинчи ĕçсенче вăй çитнĕ таран хутшăнаттăмăр. Вăрçă ачисен тỹпи хуçалăха аталантарас ĕçре чăнласах та пысăк пулнă".

 Ачалăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсемпе пĕр вăхăта килнисен пĕр пайĕ ерипен пурнăçран уйрăлса пырать. Вăл вăхăтри чи çамрăккисем те саккăрмĕш теçеткере ĕнтĕ.

Пире, аслă сыпăкрисене, вăрçă йывăрлăхĕсене, хурлăхĕсене чăтса ирттернисене, Украинăра пулса иртекен пулăмсем те канăç памаççĕ.

 Вăрçă ачисене асра тытма, çамрăксене патриотла воспитани парассине, гражданин тивĕçĕсене ỹстерме Аслă Çĕнтерỹ 80 çул çитнĕ тĕле Патăрьелĕнче палăк лартма палăртнă.

Василий ПЕТРОВ, муниципалитетри "Вăрçă ачисем" обществăлла юхăмăн председателĕ

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика