Майăн 28-мĕшĕнче чикĕ хуралçисем Патăрьелĕнчи Кану паркне, пограничниксене халалласа лартнă палăк умне, пухăнчĕç. Пысăк йыша Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ - коммуналлă хуçалăх тата ресурс тивĕçтерĕвĕн пай пуçлăхĕ Николай Андреев, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Вячеслав Илюткин, Патăрьел территори пайĕн начальникĕ Андрей Румянцев тата ыттисем те саламларĕç. Вĕсене обществăлла ĕçсене хутшăннăшăн, Украинăри ятарлă çар операцинчи салтаксене хавхалантарма, пулăшма тăрăшнăшăн, çамрăк ăрăва патриотла воспитани парассине тимлĕх уйăрнăшăн тав турĕç, уйрăмах палăрнисене тĕрлĕ шайри Хисеп, Тав хучĕсене пачĕç.
"Пограничное братство" пĕрлĕх ертỹçи Анатолий Быков пограничник-ветерансем яланах пĕр-пĕрне тĕрев панине, çур сăмахранах ăнланнине палăртрĕ. Малашне те туслăха упрама сунчĕ.
Уява Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем юрă-ташăпа илем кĕртрĕç
Ольга ПАВЛОВА
Июль 2025 |