Чун-чĕре хĕмленсен - ĕç ăнать çамрăксен

Категория: Публикации Опубликовано: 04.06.2024, 19:22 Просмотров: 190

Июнĕн 1-мĕшĕнче Тăвай районĕнчи "Упа кĕтесĕ" ("Медвежий угол") лапамра виççĕмĕш хут çамрăксен чи анлă сарăлнă "Ялта чи лайăххисем" агрослечĕ иртнĕ. Унта 1500 ытла çын пуçтарăннă. Мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пыракан делегаци те хутшăннă.

"Слетăн тĕп тĕллевĕ - ялти хастар çамрăксене пĕрле пуçтарасси, территорие аталантарас тĕллевпе вĕсен шухăшне итлесси, тĕрлĕ сферăра çĕнĕ проектсем пурнăçа кĕртесси, спортра, патриотла юхăмра, активлă çамрăксене пĕр площадкăра пĕрлештересси", - палăртнă Чăваш Республикин вице-премьерĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов.

Агрослета хутшăнакан çĕнĕ ăру валли 5 дискусси лапамĕ хатĕрленĕ. Экспертсем, Чăваш Ен Правительстви, регион округĕсен пуçлăхĕсем хутшăннипе çамрăксем кадр ыйтăвне, служба майĕсене, агротуризма аталантарассине сỹтсе явнă. Унсăр пуçне кунтах Раççейри Çемье çулталăкне халалланă площадка та ĕçленĕ. Чăваш Енри Экологи культури тата çут çанталăк пуянлăхĕпе тирпейлĕ усă курмалли çулталăк ячĕпе экопуçару, экохăнăху, экокультура темисемпе уçă калаçу ирттернĕ.

Кунтах вĕренỹ программисĕр пуçне регионти муниципалитетсен командисем хушшинче спортăн çичĕ енĕпе спартакиада йĕркеленĕ. Ăмăртусем çивĕч кĕрешỹпе иртнĕ. Мĕн пур енĕпе хакланă хыççăн Патăрьел муниципалитет округĕ агрослетра пысăк хастарлăх кăтартса иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Июнь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Яндекс.Метрика